05 марта 2019 г.
Нумай ачаллă çемье тинех тăван кил хÿттине туйса илнĕ. Пĕлтĕр чÿк уйăхĕнче хуçалăхĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленсен, Етĕрне районĕнчи Бариновсене ялти ырă çын киле кĕртнĕ. Пурăнмалли çĕнĕ вырăн йĕркелеме вĕсене кам пулăшнă тата халăх пуçтарнă укçа-тенкĕпе еплерех усă курнă? Кун пирки черетлĕ сюжетра.
Алиса Александрова, Виктор Степанов
Хăнасемшĕн Бариновсен алăкĕ яланах уçă. «Инкеке пула çывăхланнă çынсем халĕ тăван пекех хаклă», - тет кил хуçи мăшăрĕ Наталья Баринова. Пушар хыççăн çемьене Елизавета Соловьева хăй хÿттине илнĕ.
Пушарччен Килтĕшре пурăннă 8 ачаллă çемье хăйне килĕшекен çурта кÿршĕ Йÿçпан ялĕнче шыраса тупнă. Вĕсене пулăшас тĕллевпе Етĕрне районĕнче тата «Чувашия» фонд ятарлă счетсем уçса укçа пуçтарма пуçланă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, районти ертÿçĕсем, вĕрентекенсем, республикăра пурăнакан ытти çынсем — кашниех май çитнĕ таран пулăшнă. Çурта вара Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов туянса панă. Пухăннă укçапа пÿрте юсанă, мунчана йĕркене кĕртнĕ, пластик чÿречесем лартнă, сĕтел-пукан тата кил таврашĕнче кирлĕ ытти япала туяннă. Мĕн-пур ĕçе тума тăванĕсем, тусĕсем пулăшнă Бариновсене.
Бариновсен ывăл-хĕрĕ тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Пĕри спортпа кăсăкланать, тепри юрлама маттур. Аслисем кĕçĕннисене пăхаççĕ. Хăтлă çуртра кашнин хăйĕн кĕтесĕ пур. Кăшт вăхăт иртсен вара пысăк йышăн пурăнмалли майĕсем татах лайăхланмалла.
Хальлĕхе вара Бариновсем кил хуçалăхне хăйсем пултарнă таран анлăлатасшăн.
Подробнее...
Етĕрне районĕнчи пушарта шар курнă çемье çĕнĕ пÿрте куçнă